Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 47,3 пин тенкӗ укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу виҫи 19,3 процент ӳснӗ.
Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑра ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ сахалланнӑ. Республикӑри предприяти-организацисенче кадрсем ытларах кирлӗ. Ку цифра 25 процент пысӑкланнӑ.
ЧР Строительство министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл унччен Канаш администрацийӗнче вӑй хунӑ. Министр ҫумӗ Екатерина Филиппова пулса тӑнӑ.
Екатерина Филиппова – 40 ҫулта. Вӑл Канаш администрацийӗнче йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Строительство министерствинче вӑл ЖКХ тытӑмне ертсе пырӗ.
Хальхи вӑхӑтра строительство министрӗн Михаил Коледан /вӑл та ку пукана нумаях пулмасть йышӑннӑ/ тӑватӑ ҫум: Владимир Максимов, Алена Протасевич, Алена Александрина, Екатерина Филиппова. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ӗҫрен кайнӑ. Халӗ вӑл – «Чӑвашэнерго» пуҫлӑхӗ.
Шупашкар районӗн администрацине малашне Владимир Михайлов ертсе пырӗ. Вӑл ҫын унччен Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Владимир Борисович Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 2009 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2007 ҫултанпа вӑл уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Тӑвай районӗн администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Rodina.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Михайлов — «Родина» партин членӗ.
Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.
Шупашкар районӗн администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев текех унта ӗҫлемӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ тивӗҫе пурнӑҫлама 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ.
Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Федерацин суд приставӗсен Чӑващ Енри управленийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Резника шаннӑ.
Унпа ҫак эрнере, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Федерацин суд приставӗсен патшалӑх службин тата кадрсен управленийӗ пуҫлӑхӗ Александр Дарин паллаштарнӑ.
Сергей Павлович суд приставӗсен управленийӗнче 2000 ҫултанпа ӗҫлет. Суд приставӗ-исполнительтен пуҫласа вӑл РФ Суд приставӗсен Мускав облаҫӗнчи управленийӗн Ногинскри пайӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ. 2009 ҫултанпа асӑннӑ тытӑмӑн Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗнче тӑрӑшнӑ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов ӗҫрен кайнӑ. Халӗ, хушупа килӗшӳллӗн, ку пукана урӑх ҫын йышӑннӑ - тивӗҫе Николай Раськин хӑйӗн ҫине илнӗ.
Николай Никандрович Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, унтан - район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ. Юлашки вӑхӑтра Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Александр Осипов кайсан унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.
Паян ЯР Элтеперӗ Олег Николаев Павел Данилова ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе, вӑл унччен те ку должноҫре пулнӑ. Кунсӑр пуҫне строительство министрӗ пулнӑ. Халӗ вара Павел Данилов вице-премьер должноҫӗнче кӑна юлнӑ.
ЧР Строительство министерствине кам ертсе пырӗ-ха? Ку вырӑна унччен Павел Даниловӑн ҫумӗ пулнӑ Михаил Коледа йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Елена Сахарова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӑҫта вырнаҫнӑ-ха вӑл? Елена Сахарова Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗнче вӑй хума тытӑнӗ. Сайтра унӑн ятне ҫырнӑ. Вӑл - администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗ.
Аса илтерер: вӑл Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленине 2021 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнчен ертсе пынӑ. Унччен вара вӑл Ҫӗмӗрлере ҫар комиссарӗн право ӗҫӗ енӗпе те вӑй хунӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова паян ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ку управленире 2012 ҫултанпа ӗҫленӗ. 2021 ҫултанпа вара ӑна ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫе Дмитрий Захаров министра куҫсан йышӑннӑ.
Управление киличчен Елена Сахарова Ҫӗмӗрлери тата Шупашкарти ача пахчисенче заведующире ӗҫленӗ. Карьерине Вӑрнарти «Ромашка» ача пахчинче пуҫланӑ. Унта вӑл воспитательте 19 ҫул ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |